Тутарстанри шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Пӑва районӗнчи Р.З. Сагдеев академик ячӗллӗ вӑтам шкула, сӑмахран, чӑваш чӗлхине вӗрентекен 130 ытла учитель пуҫтарӑннӑ.
Регион аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Инесса Ядранская чӑваш чӗлхине, литература вулавне тата литературӑна вӗрентме ҫӗнӗ программӑсем хатӗрлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тамара Артемьева доцент та тухса калаҫнӑ.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» клубӗн ҫуллахи уйлӑхне кӑҫал та йӗркелеме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна 12-мӗш ҫул ӗнтӗ пухаҫҫӗ. Уйлӑх Етӗрне районӗнчи «Сурские зори» кану базинче ӗҫлӗ.
Уйлӑхӑн пӗрремӗш лекторӗ пулса Сантӑр Савкилта (Александр Савельев) тухса калаҫӗ. Маттур чӑваш арӗ — уйлӑха йӗркелекенӗсенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫей наукисен академийӗнче уралпа алтай чӗлхисен пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать, филологи наукисен кандидачӗ.
Сантӑр Савкилта чӑвашсен этносӗпе чӗлхе историйӗ ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Мускавра чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
«Хӗрлӗ лапам» кӗнеке фестивальне Александр Блинов (Алпарух) хутшӑннӑ. Аса илтерер: пысӑк калапӑшлӑ литература уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче иртнӗ. Кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ мероприятие писательсем, поэтсем, кӗнеке кӑларакансем, библиотекарьсем, актёрсем, музыкантсем тата вулама юратакансем ҫӗршывӑн 60 регионӗнчен пырса ҫитнӗ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче Наци литературисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Блинов (Алпарух)
чӑваш чӗлхи ҫинчен кӑсӑклӑн каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин национальноҫсен ӗҫӗпе тимлекен Геннадий Семигинпа тӗлпулнӑ. Енсем чӑваш халӑхӗн наци культурипе чӗлхине конкретлӑ проектсем урлӑ аталантарас ыйтӑва сӳтсе явӑ.
Сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проектӑн хӑтлавӗ иртӗ. Унта Геннадий Семигин та хутшӑнӗ.
Акцин амбассадорӗ — Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл «Русская песня» ансамбльпе пӗрле хатӗр карттӑпа паллаштарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫав карттӑ федераци округӗсем тӑрӑх ӑсанӗ.
Аякри Япони ҫӗршывӗнче чӑваш чӗлхми курсӗ уҫӑлӗ. Ку хыпара асӑннӑ ҫӗршывра пурӑнакан Юто Хисияма пӗлтернӗ.
1990-мӗш ҫулта ҫуралнӑ ҫав каччӑ Раҫҫейӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхӗсен чӗлхисене вӗренет. Аслӑ пӗлӗве ҫав каччӑ Хусанти федераци унивреситетӗнче илнӗ. Тутар чӗлхине вӑл нимӗҫ чӗлхи урлӑ хӑй тӗллӗн вӗреннӗ.
Чӑваш чӗлхи курсӗ Японире ҫулла уҫӑлӗ.
Ӗпхӳри чӑваш шкулӗ черетлӗ вӗренӳ ҫулне вӗҫленӗ.
«Иртсе каякан кашни ҫулах мӗнпе е пулин кӑсӑклӑ, асра юлать. Кӑҫалхи пирӗншӗн Павел Миронов вӗрентекен ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнипе паллӑ пулчӗ, — пӗлтернӗ асӑннӑ вырсарни шкулӗн директорӗ Иван Тарасов. — Вӑл Ӗпхӳре ӗҫлесе пурӑннӑ, революци умӗнхи саманара математика кӗнекисем хатӗрленӗ. Пирӗн шкул ун ячӗпе хисепленсе тӑрать».
Ачасемпе педагогсем ҫав куна тӗплӗн хатӗрленнӗ, концерт та лартса панӑ. Шкулта «Ҫамрӑк полиглот» предмета иккӗмӗш ҫул вӗрентекен Елена Едрёнкина ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
Тутар Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ — Хусанкай) чӑвашсен «Уявӗ» тата «Акатуйӗ» иртӗҫ. Кун пирки Елизавета Долгова чӑваш хастарӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Уява Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем вӑйӑ картине тӑрӗҫ. Вӑйӑ картине тухма пирӗн республикӑран пин ҫын тухса кайӗ.
Сӑмах май каласан, Сиктӗрмере чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ. Культура уявне асӑннӑ ялта ирттересси шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ – пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенче вӗренекен ачасене тӑван тавралӑха юратма, тӑван ен историне, культурине, чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пулӑшасси.
Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли мелсем: E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru.
Телефон номерӗ — 8(8352)45-99-96.
Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. «SAVANMA» проектра хыпар, видео, ӳкерчӗксем, ыйтусем хушса, тӗрлӗ темӑсем сӳтсе явма пулать.
«Хыпарсем хушма ан ӳркенӗр кӑна. Чӑвашла ҫырма манса кайман-и? Чӑвашла вулама, калаҫма, ҫырӑнма юратакансем валли.
Хыпар хушма тата йӗрлеме ҫырӑнӑр: http://savanma.ru/register», — тесе хыпарланӑ проект пирки.
Проект авторӗ — Сергей Ефимов. Вӑл «Контактри» хӑйӗн страницинче маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен темиҫе вариант юрӑ сайчӗ туса курнӑ. Пӗри те килӗшмен. Тем ҫитмен пек туйӑннӑ.
Ҫавӑнпа та халь пач урӑхла сайт йӗркелеме шухӑш тытнӑ. Сайт юрӑ валли кӑна мар, тӗрлӗ форматлӑ пулӗ.
Шупашкарта «Лайӑх» ятлӑ кофейня ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Апатлану предприятийӗн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кофейньӑра лайӑх кӑмӑл парнелеме шантараҫҫӗ.
«Лучшее место на Земле — Чувашия, а лучший кофе у нас!» — тесе ҫырса хунӑ унта. Чӑвашла куҫарсан, ку вӑл «Ҫӗр ҫинчи чи лайӑх вырӑн — Чӑваш Ен, чи лайӑх кофе вара «Лайӑх» кафере», — тесе ӑнланмалла.
«Лайӑх» ятлӑ кофейня Шупашкарти Иван Франко урамӗнче вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.